Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ вӑкӑра пусни пирки хыпарласах тӑнӑччӗ. Юлашки хыпар инфекциллӗ какая Шупашкар районӗнче Явӑш ялӗнче пурӑнакансем туянни пирки пулнӑччӗ.
Ҫав ҫынсем мӗн чухлӗ аш туяннине палӑртнӑ: 50 килограмм. Ҫав хуҫалӑхра дезинфекци тунӑ.
Кивӗ Тутайкассинче вара хальлӗхе карантин. Унта тислӗке ҫунтараҫҫӗ. Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсен хуҫалӑхӗнче тепӗр вӑкӑр тата пӗчӗкрех выльӑхсем пур. Вӗсем сывах пулнине палӑртнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта 15 кил хуҫалӑхне шыв кӗнӗ. Анчах пӑшӑрханмалли ҫук - Сӑрта шыв чакма пуҫланӑ. Ӗнер шыв шайӗ 7 сантиметр аннӑ.
Мӑн Ҫавал вара ҫыранран тухать те тухать. Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялне шыв илес хӑрушлӑх пур. Ун ҫывӑхӗнче ӗнер Мӑн Ҫавал 60 сантиметр хӑпарнӑ. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсенче экстреннӑй службӑсем дежурствӑра тӑраҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче пурӑнакансем те ейӳрен шар курма пуҫланӑ. Унта Ункӑ юханшывӗ ҫыранран тухнӑ.
Пӗр хуҫалӑхра ейӳ анкартинче сарӑлнӑ. Теплицӑсем ҫурри таран шыв айне пулнӑ.
"Шыв татах килет. Нӳхрепе, тӗп сакайне шыв кӗнӗ", - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата.
Ҫӗрпӳ районӗнче Кивӗ Тутайкасси ҫыннисем Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени ҫинчен хыпарласах тӑратпӑр. Ҫак кунсенсе пуснӑ вӑкӑр какайне камсем туяннине палӑртнӑ. Вӗсем - Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакансем.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче инфекциллӗ какая крематорире ҫунтарса янӑ. Аш упраннӑ вырӑна дезинфекци тунӑ. Явӑшра Ҫӗпӗр мурӗпе чирлеме пултаракан выльӑх ҫуккине палӑртнӑ. Ҫаксене шута илсе ку ялта карантин тесе йышӑнман.
Паян 7 сехет те 25 минутра М-7–Туҫи–Куснарпуҫ ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗньял ялӗ ҫывӑхӗнче «Киа Спектра» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ та плотинӑн юхмалли вырӑнне персе аннӗ.
49 ҫулти водителе, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ. Каярахпа ҫак арҫын пульницӑра вилнине хыпарланӑ.
Республика кӑна мар, Мускав та Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинчи икӗ ҫын Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени пирки калаҫать. Вӑкӑр хуҫи каланӑ тӑрӑх, вӑл выльӑха пуссан чикансене сутнӑ. Анчах ку верси ҫирӗпленмен.
Следстви комитечӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав какая республикӑра пурӑнакан икӗ ҫын туяннӑ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем ӑна туртса илнӗ. Ӑна тӗпченӗ хыҫҫӑн тӗп тӑвӗҫ. Вӑл упраннӑ вырӑнта карантин пулнине йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Ҫӗпӗр мурӗнчен сыхланмалли 750 доза вакцина туяннӑ. Вӗсем республикӑна ҫитнӗ ӗнтӗ.
Чи малтанах ку прививкӑна ҫак мур ерме пултаракан ҫынсене тӑвӗҫ. Ҫав йышра – ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, фермӑра тӑрӑшакансем, выльӑх пусакансем, аш-какай комбинатӗнче ӗҫлекенсем, сӑран тир савучӗн ӗҫченӗсем, ветеринарсем…
Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче икӗ ҫын Ҫӗпӗр мурӗпе чирленине палӑртнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче упӑшкипе арӑмӗ Ҫӗпӗр мурӗпе чирленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӗсем килте вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн чирленӗ.
Асӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Кил хуҫи вӑкӑра Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинацилемен пулнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе вӑл ветеринара та кӑтартман.
Ветеринари правилисене пӑснӑшӑн Кивӗ Тутайкасси арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 249-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫе маллала тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри тӑваттӑмӗш ҫын Ҫӗпӗр мурӗпе чирленине пӗлтернӗ. Аса илтерер: ӗнер виҫҫӗмӗш ҫын пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Мускав облаҫне ӗҫлеме кайнӑ пулнӑ. Арҫынсене унта пульницӑна вырттарнӑ.
Анчах каярахпа ку хыпар тӗрӗсех маррине пӗлтернӗ. Ҫав икӗ арҫыннӑн Ҫӗпӗр мурӗ мар иккен: диагноз ҫирӗпленмен.
Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче упӑшкипе арӑмӗ Ҫӗпӗр мурӗпе чирленине палӑртнӑ. Вӗсем килте вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн чирленӗ. Мускав олаҫне ӗҫлеме кайнӑ ҫав 2 арҫын, кӳршисем, вӗсене выльӑха пусма пулӑшнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан тепӗр ҫыннӑн Ҫӗпӗр мурӗ пулнине палӑртнӑ. Ку – виҫҫӗмӗш тӗслӗх.
Ӗнер каҫхине тухнӑ хыпара ӗненес тӗк, арҫыннӑн сулахай хӑлхи ҫинче тӗттӗм тӗслӗ пӑнчӑ тухнӑ.
Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче пурӑнакан арӑмӗпе упӑшки вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр язвипе чирленӗ. Ку ялта карантин пулнине йышӑннӑ: машинӑсене кӗртмеҫҫӗ, кӑлармаҫҫӗ. Чирлисемпе хутшӑннӑ 130 ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |